Кăçал вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературине вĕрентесси» хушма пĕлӳ паракан курссем йĕркеленĕ. Унта çӳрекенсем 2015 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинчи А.Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенпе, директорăн воспитани ĕçĕсене пурнăçласа пыракан заместителĕпе А.М. Степановпа тĕл пулчĕç.

Александр Марсович пулас филологсемпе маçтăр-класс ирттерчĕ, хăйĕн урокне «педагогика çӳпçи» (педагогическая мастерская) пек йĕркелерĕ, урок тĕллевĕсене пурнăçламашкăн хальхи вĕрентӳ ĕçĕнче йăлана кĕрсе пыракан çĕнĕ технологисемпе усă курчĕ. П. Эйзинăн «Йăмра хурăн» сăввин шухăш тарăнлăхĕпе илемне тишкерни итлекенсене питĕ кăсăклантарчĕ, ăстаçă-педагогăн меслетлĕх сĕнĕвĕсем усăллă пулчĕç.

Сăмах май, Александр Марсович чăваш филологийĕпе культура факультетĕнчен вĕренсе тухнă (2002), халĕ вăл республикăра вĕрентӳпе воспитани ĕçĕнче тивĕçлĕ çитĕнӳсемпе палăрнă пултаруллă вĕрентекен. 2012 çулта Саранск хулинче Раççей шайĕнче ирттернĕ маçтăр-класра (унта тăван тата вырăс чĕлхисене вĕрентекенсем хутшăннă) «За оригинальность и новизну методических решений» номинацире çĕнтерӳçĕ пулнă.

Александр Марсовича мĕн пур кăмăлтан тав тăватпăр, çĕнĕ çитĕнӳсем сунатпăр.