Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ, куçаруçи, публицисчĕ, актерĕ Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа çавра сĕтел иртрĕ. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи филологи енĕн ĕçтешĕсем, Чăваш патшалăх университечĕн тата Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕсемпе студенчĕсем, журналистсем пухăнчĕç. Тал-Мăрсан кун-çулĕ кĕске пулнă пулин те, унăн пултарулăхĕ шыравлă, тухăçлă пулнине, чăваш литературипе культурине аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине çирĕплетрĕç. В.Г. Родионов профессор Георгий Тал-Мăрсан чăваш литература историйĕнчи вырăнĕ пирки каласа пачĕ, паянхи кунччен те пичете тухман сăввисемпе паллаштарчĕ. И.В. Софронова доцент Г. Тал-Мăрса поэзийĕнчи тухăç лирикин традицийĕсене, Е.Р. Якимова доцент вара çыравçа чăваш историллĕ трагедине пуçарса яраканĕ пек тишкерчĕ. Георгий Тал-Мăрсана чăваш поэзийĕнчи тепĕр çутă çăлтăр пек тивĕçлипех хаклама май пур.