Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Китай халăх Республикинчи Гуйчжоу провинцийĕн делегацийĕ пулчĕ.

Ют çĕршыв ĕçĕсен Канцеляри пуçлăхĕн çумĕ тата чикĕ леш енчи туслăха аталантарас енĕпе ĕçлекен общество ертӳçи Чень Гуодэ, спорт департаменчĕн пуçлăхĕ Чжан Юйгуан, Китайран килнĕ тата ытти делегатсем Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕпе, преподавательсемпе тата студентсемпе тĕл пулчĕç.

А.Ю. Александров ректор хăнасене университет аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ, Чăваш тата Китай университечĕсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва аталантарас шухăша палăртрĕ, пирĕн вузра Китай çинчен вĕренекен Центр уçăлнине пĕлтерчĕ. Китай делегацийĕн членĕсем чĕлхепе культурăна вĕренес, преподавательсемпе студентсем валли стажировкăсем йĕркелес, пĕрлехи конференцисемпе ăслăлăх тĕпчевĕсем ирттерес ĕçе хастар хутшăнма хатĕр пулнине палăртрĕç.

Мероприятие вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем те хутшăнчĕç. Вĕсем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç.