К.В. Иванов çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче "Нарспи" поэма тăрăх ӳкернĕ иллюстраци конкурсĕ иртрĕ. Унта 85 шкул ачи хутшăнчĕ. Вĕсен ĕçĕсене сумлă жюри хакларĕ, комисси председателĕ – РСФСР тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Праски Витти пулчĕ.

Çĕнтерӳçĕсене хĕрӳллĕн саламлатпăр, раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче хамăр факультетра дипломсем, ытти хутшăнакансене сертификатсем парса чыслама чĕнетпĕр (11 сехетре, 434-мĕш пӳлĕмре пухăнатпăр).

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем