Регион шайĕнче çулсерен иртекен "Человек. Гражданин. Ученый" (ЧГУ–2015) фестиваль программипе килĕшӳллĕн, раштав (декабрь) уйăхĕн 8-мĕшĕнче факультетри журналистика уйрăмĕнче шкул хаçат редакторĕсен семинарĕ тата шкулти массăллă информаци хатĕрĕсен фестивалĕ иртрĕ. Чи хастар хутшăнакансем – «Школьные вести» (Шупашкарти 24-мĕш шкул), «Лестница успеха» тата «Шăнкăрав» (Шупашкарти 44-мĕш лицей), «Драйв» (Çĕнĕ Шупашкарти 12-мĕш шкул), «Школьный экспресс» (Çĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш шкул) хаçатсен редколлеги ушкăнĕсем пулчĕç. Конкурс çĕнтерӳçисемпе призерсене çитес вăхăтра дипломсем, хутшăнса мала тухайманнисене – сертификатсем парса чыслĕç.