Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Филологипе культурăн актуаллă ыйтăвĕсем» студентсен наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Унта чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекенсем, Хусан федераллă университечĕн, Пушкăрт, Мари патшалăх университечĕсен, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем хутшăнчĕç. Доклачĕсенче вĕсем Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен сăмахлă культура историйĕпе аталанăвне тишкерчĕç, тĕрĕк халăхĕсен чĕлхе уйрăмлăхĕсене тĕпчерĕç.

Студентсене малашне те ăслăлăхра хастарлăх кăтартма ăнăçу сунатпăр!