Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧПУри журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсем: «Чувашия» телерадиокомпани ертӳçи Е.А. Канюка, республикăри анлă сарăлнă хаçатсен тĕп редакторĕсем – В.Л. Васильев («Советская Чувашия» хаçатăн), Д.А. Моисеев («Çамрăксен хаçачĕн»), О.В. Герасимова (университетри «Ульяновец» хаçатăн) мастер-классем ирттерчĕç. Вĕсем журналистика уйрăмĕн студенчĕсемпе пĕр канмасăр икĕ сехет хушши паянхи журналистикăн аталанăвĕпе хăй евĕрлĕхĕ çинчен калаçрĕç, 1-2 курссенче вĕренекен пулас журналистсем тата факультета хăнана чĕннĕ 11-мĕш класс ачисем хальхи журналист профессийĕн уйрăмлăхĕсем пирки панă актуаллă ыйтусене хуравларĕç. Профессионал-журналистсем студентсемпе видеомонтаж, верстка тăвас енпе хушма стажировкăсем ирттерме, вĕсене ятарлă проектсенче журналист пулса ĕçлеттерме килĕшсе татăлчĕç. Унччен малтан çак сĕнĕве планра палăртманран, ку – тĕл пулăвăн кĕтмен, çав вăхăтрах пысăк пĕлтерĕшлĕ саманчĕ пулчĕ.