Чăваш енре Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа кăçал тĕрлĕ меропряти иртрĕ. Тутар Республикинче кун çути курнă чăваш сăвăçне, драматургне, режиссерне, актерне ентешĕсем те асрах тытаççĕ, унăн пултарулăхне çӳллĕ шайра хаклаççĕ. Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çĕпрел районĕн Упи вăтам шкулĕнче иртнĕ "Сумлă ячĕ – халăх асĕнче" литературăпа пултарулăх фестивалĕ Тал-Мăрсан илемлĕ тĕнчипе кăсăкланакансене, сăмахлă культурăна кăмăллакансене пĕр йыша чăмăртарĕ.

Уява вырăнти ертӳçĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, шкул ачисем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсемпе студенчĕсем хутшăнчĕç. Фестивале Упи вăтам шкулĕн директорĕ В.М. Мошкова, Çĕпрел районĕн Вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ Ю.С. Мутин тата Упи ял хутлăхĕн пуçлăхĕ, Çĕпрел районĕн Чăваш наци культура центрĕн ертӳçи А.Е. Ярухин уçрĕç, мероприятие хутшăнакансене уяв ячĕпе саламласа ăшă сăмахсем каларĕç, шкул ачисем хушшинче Г. Тал-Мăрса пек пултаруллă яш-кĕрĕм çитĕнессе шаннине пĕлтерчĕç. В.П. Краснов, Л.П. Краснова вĕрентекенсем

хăйсен салам сăмахĕнче «Тал» тата «Мăрса» сăмахсен пĕлтерĕшне уçса пачĕç.

Аякри çывăх тăванăмăрсене Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ ячĕпе А.М. Иванова декан саламларĕ, ламран лама куçса пыракан мăн асаттемĕрсен йăли-йĕркисене, тăван чĕлхе сăнарлăхĕпе янăравлăхне упранăшăн тав турĕ, университет тытăмĕпе, вĕренме кĕмелли йĕркесемпе паллаштарчĕ. Студентсен наука пĕрлешĕвĕн ертӳçи О.Г. Владимирова Çĕпрел районĕн шкулĕсенче вĕренекенсене факультетра ирттернĕ тĕрлĕ конкурссене хутшăннăшăн тата çĕнтернĕшĕн дипломсем парса чысларĕ, малашне те хастар пулма, университетпа çыхăну тытма сĕнчĕ. Чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕ А.Ф. Мышкина "Г.В. Тал-Мăрса – профессиллĕ театр артисчĕ" докладпа калаçрĕ. И.В. Софронова доцент Г. Тал-Мăрсан литературăри еткерĕпе паллаштарчĕ, хайлавĕсенчи тухăç сăмахлăхĕн традицийĕсене тимлерĕ. Влад Московцев, Георгий Смирнов, Алена Арсентьева студентсем вара мероприятие хутшăнакансене сăвă-юрăпа саламларĕç.

Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче шкул ачисем Тал-Мăрса пултарулăхне халалланă тĕрлĕ конкурсра ăмăртрĕç: наука проекчĕсем хӳтĕлерĕç, хăйсем шăрçаланă сăвăсене илемлĕ вуларĕç, çыравçă хайлавĕсем тăрăх ӳкернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç. Факультет преподавателĕсем жюри членĕсем пулчĕç, вĕренекенсен ăсталăхне пысăк хак пачĕç, мероприятие çӳллĕ шайра йĕркеленине палăртрĕç.

Тутарстанри чăвашсем тăван чĕлхепе культурăна манманни, ăна упрама, аталантарма тăрăшни сисĕнсе-курăнса тăрать. Акă, Çĕпрел районĕн Чăваш наци культура центрĕ фестиваль ячĕпе ятарлă эмблема-значоксем ăсталанă, Упи шкул ачисен «Çăлкуç» ушкăнĕ чуна выртакан шăкăл-шăкăл сăвăсем, шăнкăр-шăнкăр юрăсем, театраллă сценкăсем хатĕрленĕ.

Асăмăра Çеçпĕл Мишши чăваш сассине Шупашкартан Кавал таран янратма ĕмĕтленсе çырнă йĕркесем килеççĕ. Г.В. Тал-Мăрса пултарулăхĕ вара чăваш халăхĕн çĕр пин сăмахне, юрри-сăввине Шупашкартан Çĕпрел таран шăрантарма май пачĕ.