Раштав (декабрь) уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче регионсем хушшинчи "Чӑваш пики – 2015" IX конкурс иртрӗ. Унăн тĕллевĕ – чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине упраса аталантарасси, пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси.

Кăçалхи конкурсра ăмăртакан чи хитре те маттур пикесем вун саккăрăн пулчĕç. Вĕсем "Паллаштарни", "Ăс-хакăл конкурсĕ", "Пултарулăх конкурсĕ", "Чăваш халăх апат-çимĕçĕ", "Чăваш стилĕ" номинацисенче тупăшрĕç.

Конкурсра факультетри чăваш уйрăмĕнче 3-мĕш курсра вĕренекен Мария Самделова хутшăнчĕ, куракансене хăйĕн илемĕпе, тавçăрулăхĕпе, ăсталăхĕпе савăнтарчĕ.

Маттур эсĕ, Мария! Эпир санпа мухтанатпăр! Ăнăçусем, малашне пысăк çитĕнӳсем сунатпăр!