«Тĕнчене илем çăлать», – тенĕ вырăссен паллă çыравçи Ф.М. Достоевский. Илеме кашни çын тĕрлĕ ăнланать: пĕри ăна сăн-питре шырать, тепри чун тасалăхĕнче тупса сăвва хывать, вулакан-итлекен патне çӳл сывлăшлăн илсе çитерет, чун-чĕрене сиплет.

«Человек. Гржданин. Ученый»» фестиваль эрнинче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Литература çулталăкне халалланă «Ытлари-Пегас» сăвă конкурсĕ иртрĕ. Вĕренекенсен профсоюз организацийĕ пуçарăвĕпе йĕркеленĕ уявра университет студенчĕсем хăйсем çырнă сăвăсене вуларĕç. Çамрăк поэтсен пултарулăхне университетра маларах тухса тăнă «Ытлари» альманаха йĕркелесе яракансем – Чăваш патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Николаевич Исаев, университетри вĕренӳ тулашĕнчи тата хăрушсăрлăх ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Олег Николаевич Викторов, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Петр Яковлевич Яковлев (Петĕр Яккусен) сăвăç, вĕренекенсен профсоюз организацийĕн пуçлăхĕ Илья Николаевич Ядуркин хакларĕç.

Конкурс çĕнтерӳçисене саламлатпăр, çĕнĕ сăвăсем çырма хавхалану сунатпăр! Чи лайăх произведенисем сăвă сборникĕнче тӳлевсĕр пичетленĕç.


Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем:


«Çутçанталăк теми» номинаци:

I вырăн – Петров Иван Вениаминович, МЭЭТ-01-15 ушкăн;

II вырăн – Ефарова Наталья Анатольевна, ФР-11-15 ушкăн;

III вырăн – Суслина Екатерина Дмитриевна, М-04-14(2) ушкăн.


«Юрату теми» номинаци:

I вырăн – Ефимова Кристина Валерьевна, УП-21-13 ушкăн;

II вырăн – Хмелев Сергей Сергеевич, ФЧ-11-12 ушкăн;

III вырăн – Мешкова Мария Александровна, ФИЯ 1А-13 ушкăн;

III вырăн – Тридворнова Мария Михайловна, ФЧ-11-14 ушкăн.


«Çемье теми» номинаци:


I вырăн – Моисеева Диана Арнольдовна, М-04(1)-15 ушкăн;

II вырăн – Захарова Анна Алексеевна, ЭК-082-13 ушкăн.


«Манăн профсоюз» номинаци:

I вырăн – Языкова Алина Юрьевна, ФР-11-14 ушкăн.


«Тĕрлĕ темăллă сăвăсем» номинаци:

I вырăн – Краснова Виктория Александровна, УП-51-15 ушкăн;

II вырăн – Самделова Мария Петровна, ФЧ-11-13 ушкăн;

II вырăн – Иванова Анастасия Ивановна, ЭК-051-13;

III вырăн – Московцев Владислав Валерьевич, ФЧ-11-12 ушкăн;

III вырăн – Одинцов Владислав Владимирович, МЭЭ-03-15 ушкăн.