Çĕнĕ çул умĕн кирек кам та тĕлĕнтермĕш кĕтме кăмăллать: пурнăçра мĕн те пулсан ырри, интересли, лайăххи, чуна ăшăтаканни пулассăн туйăнать. Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем чăн-чăн Çĕнĕ çул парни туса пачĕç. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕн сцени çинче вĕсем «Бремен музыканчĕсем» мультфильма вылярĕç. Паллах, темиçе ăрури çынсем юратса килĕштернĕ мультфильмăн формачĕ студентсен вылявĕнче кăшт урăхларах пулчĕ.

Спектакле лартма хатĕрленес умĕн студентсем çак мультфильма вуншар хут тимлĕн пăха-пăха тухнă, Гримм тата Юрий Энтин кĕнекисене темиçе хут вуланă, Геннадий Гладков композицийĕсен çĕршер тĕрлĕ вариантне итлесе танлаштарнă. «Золотая рыбка» уяв агентствин, «Золотой ключик» ача-пăча студийĕн, «Колобок» ача-пача центрĕн, Университет профкомĕн, А.Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕн ертӳçисемпе тĕл пулса спонсор пулăшăвĕ йĕркелес, ачасем валли парнесем туянас ыйтăва пĕрре мар пăхса тухнă.

Спектакле лартакансем – 4-мĕш курсра вĕренекен Максим Приходченко тата Александр Грошевихин пулчĕç. Вĕсем студент-артистсен туслă командине пуçтарчĕç, унта «Студентсен çуркуннинче» çулсерен хутшăнса опыт пухнă аслă курсра вĕренекенсем те, пĕрремĕш курсри çамрăк студентсем те пулчĕç. 2-мĕш курсра вĕренекен Мария Комарова художник ĕçĕсене туса пычĕ, хореограф тивĕçĕсене пурнăçлама вара кӳршĕллĕ ют чĕлхесен факультетĕнчи Софья Дутова пулăшрĕ.

Спектаклĕн илемлĕ сценографийĕ, илĕртӳллĕ аранжировкăсемпе декорацисем, чуна çывăх юрăсем, хальхи хореографи, тĕрлĕ тĕслĕ костюмсем куракансен пурин кăмăлне те кайрĕç. Çĕнĕ спектаклĕн авторĕ ĕлĕкхи легендарлă мультфильмăн чи хитре саманчĕсене сыхласа хăварма тăрăшнă, кăштах çĕнĕлĕх кĕртнĕ те асра юлмалли шедевр шутласа тупнă. Мультфильм геройĕсем чĕрĕлсе тăнă тейĕнех – сцена çинче корольпе принцесса та, трубадур та, сыщик та, фрейлинăсемпе вăрă-хурахсем те пур.

Спектакль курма кĕçĕн тата аслă классенче вĕренекен шкул ачисем, реабилитаци центрĕнчи ачасем пынă. Вĕсене Университетри волонтерсен центрĕ тăрăшнипе чĕннĕ. Шăпăрлансене пĕчĕк парнесем кӳрсе савăнтарчĕç.

Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ. "Чаплă! Интереслĕ! Питĕ илемлĕ выляççĕ! Маттурсем! Чăн-чăн артистсем!" тенине спектакль вĕçленнĕ хыççăн куракансенчен çине-çинех илтме тӳр килчĕ. Çынсене савăнăç парнелени – хăй тепĕр пысăк савăнăç. Тавах студентсене! Маттур вĕсем пирĕн!