Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче К.В. Иванов çулталăкне вĕçленĕ май тепĕр илемлĕ мероприяти иртрĕ. Студентсемпе преподавательсем ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ, ЧАССР тата РСФСР халăх артисткипе Н.И. Григорьевăпа тĕл пулчĕç.

Нина Ильинична аллă çул хушши К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăй хурать, пысăк сцена çинче вăл тĕп сăнарсене сахал мар вылянă. Илемĕпе, пысăк пултарулăхĕпе, сăнарсене калăплас ăсталăхĕпе Нина Ильинична çĕршер куракан чĕрине тыткăнланă.

Паянхи тĕл пулура вăл ачалăх вăхăтне, М.С. Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕреннĕ самантсене, театрта вăй хунă çулсене аса илчĕ. Артист профессийĕ хĕрарăмшăн йывăр пулсан та, хăй çав ĕçе чунтан кăмăлланине палăртрĕ.

Нина Ильинична сцена çинче темиçе çул хушши Нарспи рольне вылянă, паян та вăл студентсемпе преподавательсене илемлĕ те çепĕç сассипе Нарспи монологне вуласа пачĕ.

Студентсем артисткăна нумай ыйту пачĕç – паянхи драматурги, актер ăсталăхĕ, çемье пурнăçĕ, асра юлнă самантсем пирки… Хăйсем те (Мария Самделова, Владислав Московцев, Анна Ижетникова) «Нарспири» эпизодсене выляса кăтартрĕç.