Хаклă студентсем, шкул ачисем тата вĕрентекенсем!

Нарăс (февраль) уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче "Человек. Гражданин. Ученый" фестивальте иртнĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса чыслатпăр.

Литература тата К. Иванов çулталăкĕнче шкул ачисемпе студентсем тĕрлĕ конкурссене хастар хутшăнчĕç:

- «Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем» конференци;

- Литература олимпиади;

- Университетри тĕрлĕ факультетра вĕренекен студентсем валли вырăс чĕлхипе ирттернĕ олимпиада;

- сăвă вулакансен конкурсĕ;

- «Чăваш открытки валли хатĕрленĕ чи лайăх дизайн» конкурс;

- «Чăваш открытки валли хатĕрленĕ чи лайăх салам сăмахĕ» конкурс;

- «Ытлари» сăвă конкурсĕ;

- «Чăваш лирикин тишкерĕвĕ» конкурс;

- «Чăваш юрри – чăваш этносĕн тĕкĕрĕ» конкурс.

Çак конкурссенче çĕнтернĕ студентсемпе шкул ачисене дипломсемпе чысласси

11 сехетре 435-мĕш аудиторире пуçланать.

Нарăсăн 13-мĕшĕнчех Университетра «Уçă алăксен кунĕ» иртет. 13.30 сехетре шкул ачисем, пулас абитуриентсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ЧПУ Культура керменĕнче Университет ертӳçисемпе, факультет ĕçченĕсемпе тĕл пулаççĕ, хăйсене интереслентерекен ыйтусен хуравĕсене пĕлме пултараççĕ.

Хапăл туса кĕтетпĕр сире, туссем! Килĕрех!

Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-919-67-07-449 (Иванова Алена Михайловна), 8-927-666-53-62 (Владимирова Ольга Геннадиевна).