Нарăсăн (февралĕн) 14-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016" спорт уявне хутшăнчĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналисика факультечĕн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем те йĕлтĕр çине тăчĕç, тĕрлĕ дистанцире ăмăртрĕç.

Чăваш патшалăх университечĕн хастарĕсене университет ректорĕ А.Ю. Александров саламларĕ, спортра та, ĕçпе вĕренӳре те ăнăçу сунчĕ.

Ку мероприяти спортпа туслă пулма хавхалантарнисĕр пуçне çынсене пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнма вĕрентет, пĕрлĕх туйăмне аталантарать.