Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти культура çуртĕнче «Пурнăç улшăнать» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Кĕнеке авторĕ – хăй вăхăтĕнче журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Игнатий (Суранов) иеромонах. Хальхи вăхăтра вăл Мăн Сĕнтĕрти Виç Ипостаçлĕ Турă ячĕпе лартнă чиркĕвĕнн настоятелĕ пулса ĕçлет.

Мероприятие ял çыннисем, чиркĕве çӳрекенсем кăна мар, Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Вĕсен хушшинче арçынсен Свято-Троицк мăнастирĕн настоятелĕ Василий (Паскье) архимандрит, «Хресчен сасси – Кил» хаçатăн редакторĕ Сергей Павлов, Елена Николаевапа Римма Прокопьева журналистсем, çавăн пекех журналистика кафедрин доценчĕ Людмила Васильева пулчĕç.

«Пурнăç улшăнать» кĕнекене Игнатий атте тĕрлĕ çулта çырнă информаципе тишкерӳ статйисем, интервьюсем тата илемлĕ хайлавсем кĕнĕ. Чиркӳре чылай çул ĕçлекен пачăшкă тĕрлĕ çынсен кун-çулĕпе çыхăннă пурнăç историйĕсене такамран ытларах пĕлет. Çавна май ку кĕнекери хайлавсем те пирĕн пурнăçпа тачă çыхăннă. Вулакан хăш-пĕр çĕрте, тен, хăйне те палласа илме пултарать – ара, эпир час-часах пĕр евĕрлĕ пăтăрмахсенех кĕре-кĕре ӳкнине кашниех ăнланать пуль.

Игнатий аттен прози ыттисеннинчен çемçе кулăш, шахвăртса калани тата виçесĕр юрату палăрăмĕсем пуррипе уйрăлса тăрать. «Пурнăç улшăнать» кĕнеке чăвашла вулакансен чун-чĕри пурнăçĕшĕн питех те кирлĕ кăларăм пулни чăннипех иккĕленӳсĕр.