Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче "Мистер и Мисс ЧГУ" конкурс иртрĕ. Çак чыслă ятшăн çичĕ илемлĕ мăшăр ăмăртрĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен кy мероприятие Влад Московцев тата Мария Самделова хутшăнчĕç. Хăйсен пултарулăхне чăваш халăх йăли-йĕркипе, кĕвви-юррипе çыхăнтарса, вĕсем «Национальное достояние» номинацире çĕнтерчĕç.

Владиславпа Машăна çĕнтерӳпе саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатпăр.