Хастар та маттур арсемпе каччăсем!

Çĕршыва хӳтĕлекенсен уявĕпе саламлатпăр сире!

Эсир – пирĕн хӳтлĕх, пирĕн тĕрек, пирĕн вăй, пирĕн шанчăк. Хастар та маттур, çирĕп те пултаруллă пулăр!

Ырлăх курма сывлăх пултăр,

Ӳсĕм тума тӳсĕм пултăр,

Кăмăл тума кĕмĕл пултăр,

Телей тупма тивлет пултăр!

Çапла пултăр!