Чăваш Республикин Наци библиотекинче нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнче тутар халăх сăвăçин Мусса Джалилĕн 110 çулхи юбилейне халалланă уяв каçĕ иртрĕ. Библиотека ĕçченĕсем пухăннисене унăн кун-çулĕпе, пултарулăхĕн хăй евĕрлĕхĕпе паллаштарчĕç. Тутар авторĕн сăввисем тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç: вырăсла, тутарла, чăвашла. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 3 курс студенчĕсем Н. Ефремова, М. Самделова паттăр сăвăçăн сăввисене вуларĕç. Чăваш халăх сăвăçи В. Туркай М. Джалилĕн «Маобит тетрачĕсем» ярăма чăвашла куçарни çинчен каласа пачĕ.