Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕрпӳ хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен «Чăваш тĕнчи паян тата ыран» темăпа регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕ Г.Г. Ильина, Пушкăрт республикинчи Пелепейри чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕсем, Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕсем, хамăр республикăри шкул учителĕсем хутшăнчĕç. Ĕçлĕ ларăва Çĕрпӳ район администрацийĕн вĕрентӳ пайĕн пуçлăхĕ А.В. Волочкова уçрĕ. Директорăн вĕрентӳ енĕпе пулăшакан çумĕ В.Ю. Васильев 2-мĕш вăтам шкулăн ĕçĕ-хĕлĕпе, тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.

Конференцие пухăннисем хальхи вăхăтра чăваш чĕлхине шкулта вĕрентес ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пирки шухăшларĕç, ăна малалла аталантарас ыйтусене хускатрĕç, чăваш чунлă ачасене çитĕнтерессине тимлерĕç.

Вĕренекенсем хăнасене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, юрă-сăвă шăрантарчĕç, тĕрĕ тĕрлессипе мастер-класс ирттерчĕç.