И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ «Университет – ачасем валли» проект ирттермелли килĕшÿ тунă. Çавна май, Шупашкар хулинчи «А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10-мĕш номерлĕ вăтам пĕлÿ паракан шкулта вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн преподавателĕсем – Н.И.Якимова, М.П.Савирова доцентсем тата чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекен 4-мĕш курс студенчĕсем Кристина Байбаторова, Фаина Борисова, Андрей Петров 1 «Г» класра йăлана кĕмен урок ирттерчĕç.

«Хĕвел», «Çăлтăр», «Кăвакарчăн» ушкăнсене пайланса, вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсене хуравларĕç, тавракурăмне тата шухăшлавне аталантаракан хăнăхтарусем пурнăçларĕç, кластерсемпе, карточкăсемпе, тĕрлĕ вăйăсемпе ĕçлерĕç.

Урок вĕçĕнче Андрей Петров студент ачасене фокуссемпе тĕлĕнтерчĕ, хăйсене те хутшăнтарчĕ. Маттур ĕçленĕшĕн вĕренекенсене пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕç. Урок интереслĕ иртрĕ, савăнăçлă кăмăл-туйăм хăварчĕ.