Юпа (октябрь) уйăхĕн 26-мĕшĕнче журналистика кафедринче «Вместе медиа. Приволжье» фестивале (йĕркелекенĕ – Раççей радиовещанийĕн ирĕклĕ фончĕ) хутшăннисене сертификат парса чысларĕç. Фестиваль программинче Раççейри тата ют çĕр-шыври паллă телерадиоертÿçĕсен, СМИ специалисчĕсен, экспертсен тата фонд продюсерĕсен тренингĕсем, маçтăр-классем, чи лайăх спецпроектсем пулчĕç.

Журналистика кафедрин преподавателĕсем тата Екатерина Абрамова, Артем Гаврилов, Саба Гаджиева, Виктория Кошатникова, Нина Куропаткина, Дмитрий Малыков, Татьяна Салкина, Дарья Скобелкина, Анастасия Олангина, Александр Якимов, Екатерина Янгалакова студент-журналистсем фестиваль тематикипе йĕркеленĕ лекцисем итлерĕç. Журналистика кафедрин пуçлăхĕ А.П. Данилов «Вузри пресс-служба–2015» Раççей конкурсĕн çĕнтерÿçине, ЧПУри информаципе пресс-служба пайĕн корреспондентне, 2015 çулта журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Екатерина Юрусовăна диплом парса чысларĕ. Екатерина Юрусова тата «Ульяновец» хаçат корреспонденчĕ Надежда Артамонова Раççей шайĕнче ирттернĕ «Çамрăксем тата ăслăлăх» журналистика конкурсĕн дипломĕсене тивĕç пулчĕç.