«Университет – ачасем валли» проектпа килĕшÿллĕн ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10-мĕш шкулта» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Аттепе Анне çулталăкне халалланă мероприятире 3-5-мĕш классенче вĕренекен 16 шкул ачи хăйĕн чи çывăх çыннине, амăшне, халалланă сăвăсем вуларĕç.

Конкурса хутшăннă шкул ачисене вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова тата унăн ăслăлăх енĕпе пулăшакан çумĕ О.Г. Владимирова парнесем пачĕç, салам сăмахĕсем каласа хавхалантарчĕç.