Хыпарсем
Паян чăваш чĕлхипе тăван халăхăн пуласлăхĕ пирки шухăшласа республикăмăрта чылай мероприяти ирттернине палăртмалла. Вырăс, чăваш филологийĕ тата журналистика факультетĕнче чăваш уйрăмĕнче вĕренекен студентсем те кулленех чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприятисене (калăпăр, пĕр-пĕр паллă чăваш çыравçин кĕнеке хăтлавĕ-и е театра
Чăвашсем авалтанах хăйсен сăмахлăхĕнче кĕркунне пуян пулнине палăртнă: "Кĕркунне курак та пуян", "Кĕркунне çук çын умĕнче те кĕреке", "Кĕрте салакайăк та сăра тăвать", "Кĕр тулăхĕ тулă çитерет"… Тулăх кĕркунне çитнĕ май пирĕн университетра та çуллен "Кĕр парнисем" курав-фестиваль иртет.
Патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата Хусан (Атăлçи) федераци университечĕ Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе (çав шутрах чăваш чĕлхипе те)
Чӑваш Енре çулленех «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» ятпа республикӑри вырăсла тата чăвашла çыракансен конкурсĕ иртет. Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче çак конкурса пĕтĕмлетрĕç. Унта филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Ю.М. Артемьев ертсе пыракан тӳресен ушкӑнӗ чӑвашла тата вырӑсла 337 хайлава хакласа çĕнтерӳçĕсене палăртнă.
Çy yйăхĕн 19-21-мĕшĕсенче Сыктывкар хулинче коми халăхĕн çыравçи, просветителĕ Каллистрат Фалалеевич Жаков çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа пĕтĕм тĕнче симпозиумĕ иртнĕ. Ĕçлĕ уява Раççей тата чикĕ леш енчи паллă ăсчахсем хутшăннă. Koми халăхĕн сумлă çыннисене, хаклă хăнисене Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ ячĕпе
Май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 275 çул çитнине халалланă «çавра сĕтел» иртрĕ.
Maй уйăхĕн 12-мĕшĕнче К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче «Иванов вулавĕсем» конференци иртрĕ. Аслă поэтăмăра халалланă мероприятие преподавательсем, музейпа архив ĕçченĕсем, тĕп хуламăрти аслă вĕренӳ заведени студенчĕсем хутшăнчĕç.
Майăн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Владимир Галошов ӳкернĕ «Эткер» кинофильмăн презентацийĕ пулчĕ. Мероприятире чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекен студентсем, Г.Г.Ильина доцент,