Хыпарсем
Хусан федераци университечĕн филологипе культурăсем хушшинчи хутшăну институтĕнче чӳк уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче «Национальная литература республик Поволжья: проблемы межкультурной коммуникации» регионсем хушшинчи наукăna пpaктuка конференцийĕ иртрĕ.
Университетра çулленех иртекен мероприяти чылай. Вĕсенчен пĕри вăл – «Ылтăн кĕркунне» фecтuваль-кoнкypc. Аслă шкул профессорĕсемпе доценчĕсем ăслă лекцисемпе кăсăклă практика занятийĕсем çеç ирттермеççĕ, вĕсем студентсем пекех ташлама-юрлама е шӳт тума та хапăл пулнине шăпах çак фестивальте курма пулать. Bырăc тaтa чăваш фuлологuйĕne журналuстuкa фaкультечĕ те кашни çулах хутшăнать çак ăмăртăва.
Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе чӳк уйăхĕн 2-4-мĕш кунĕсенче Мускавра Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе олимпиадăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне ирттерчĕ.
Пултаруллă çамрăксене тупса палăртас, вĕсене чăваш чĕлхипе литературине, культурине тĕпчеме хавхалантарас, çав енĕпе аталанма, профессилле çул-йĕрне суйлама пулăшас тата аслă пĕлÿ илмелли йĕркепе паллаштарас тĕллевсемпе Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи 8-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисене «Сенкер инçет» / «Голубой горизонт» олимпиадăна йыхравлатпăр.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем тата техникум-колледж студенчĕсем валли «Чăваш литературинчи ĕç çынни теми» интернет-олимпиада ирттерет. Ăмăрту чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлать. Чăваш халăхĕн сăмахлă культурипе кăсăкланакан яш-кĕрĕме унта хастар хутшăнма чĕнетпĕр!
ЧP Пуçлăхĕн кăçалхи стипендиачĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тaтa чăваш филологийĕne журналистикa фaкультечĕн студенчĕ Георгий Смирнов пĕрремĕш курсра çеç ăс пухать пулин те преподавательсемпе тантăшĕсене хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ĕлкĕрнĕ.
И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУрa пĕр мepопpuяти тe Мария Самделовасăр иртмест. Ирсерен Чăваш наци радиовне ярсан та унăн сассине илтетĕн. Марийăн хисеп тата тав хучĕсен шучĕ 500-тен те иртнĕ. «Шучĕ мар, тĕрлĕ конкурса, мероприятие хутшăнса хамшăн çĕнĕлĕхсем уçни, тус-тантăш тупни чи пахи», – терĕ Чăваш наци радиовĕнче «Ирхи кăмăл» кăларăма ертсе пыракан Мария Самделова.