Çамрăксен ĕçĕсене туса пыракан Федераллă агентство тата Раççей студенчĕсен «Росстуденчество» центрĕ, çавăн пекех çамрăксен «Георгиевцы» пĕрлешĕвĕ тата Раççей Федерацийĕнчи аслă шкул вĕренӳ учрежденийĕсем 2017-мĕш çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа студентсем валли «Пĕр тан калаçу» дискусси клубĕсем ирттерме пуçланă. Проект тĕллевĕ – пысăк çитĕнӳсем тунă паллă çынсемпе тĕл пулусем ирттерсе студентсене паянхи Раççей вăл – тĕрлĕ сферăра тата тĕрлĕ регионта хăвна аталантармалли майсем туса паракан çĕршыв пулнине кăтартса парасси.



Федераллă проектпа килĕшӳллĕн, черетлĕ пĕр тан калаçу «Чăваш ен» телерадиокомпани ертӳçипе Канюка Екатерина Анатольевнăпа иртет. Вăл 2001 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, журналист профессине алла илнĕ. Тĕл пулу теми – «Медиасферăри ăнăçу. Нумайăшĕнчен пĕри е нумайăшĕнчен пĕрремĕшĕ».


Тĕл пулу ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче иртет, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче (Шупашкар хули, К. Маркс урамĕ, 38-мĕш çурт,) 330-мĕш пӳлĕмре 13 сехетре пуçланать.