Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем Ангелина Павловскаяпа тĕл пулчĕç. «Саланнă кĕлте», «Сапаскар хĕрĕ», «Вĕрене шывĕ те пылак» кĕнекесен авторĕн ячĕ чăваш вулаканĕсемшĕн çĕнĕ ят мар. Ангелина Ивановна хăйĕн хайлавĕсенче ытларах чăваш халăхĕн йывăр шăпине сăнлать, пурнăçĕнче чăн пулса иртнĕ самантсене çырса кăтартать. Унра чăваш пулнишĕн мăнаçланни, тăван халăхне чунтан юратни, мăн асаттемĕрсен пурнăçĕпе йăли-йĕркисене пĕлни тапса тăрать. Ахальтен мар-тăр хайлавĕсенче те чăваш тĕнчипе наци шухăшлавĕн паллисем тĕпре, çавăнпа Павловская кĕнекисем сентре çинче тусан пухса выртакан йышшисем мар. Акă, «Вĕрене шывĕ те пылак» хайлавĕ «Чăваш енри чи вуланакан кĕнеке» конкурсра çĕнтернĕ.

Студентсемпе преподавательсем Ангелина Ивановнăна кăсăклă тĕл пулушăн тав турĕç, повесть-романсем çырма ырлăх-сывлăх сунчĕç.