Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем чăваш культурине, сăмахлăхне упрас тата аталантарас тĕллевпе чылай мероприяти ирттереççĕ. Акă, çамрăксен çулсерен иртекен «Человек. Гражданин. Ученый» фестиваль эрнинче пирĕн студентсем улаха пуçтарăнчĕç. Факультетри ăслăлăх ертӳçи О.Г. Владимирова ертсе пынипе вĕренекенсем чăваш халăхĕн авалтан килекен йăли-йĕркине наукăпа çураçтарма мехел тупрĕç. Улаха пуçтарăннă яш-кĕрĕм сăвă калассипе, юрă юрлассипе ăмăртрĕ. Уйрăмах Георгий Смирнов (1 курс), Анна Ижетникова (2 курс), Лариса Иванова (2 курс), Анна Федорова (2 курс), Мария Самделова (3 курс), Алена Арсентьева (3 курс), Сергей Хмелев (4 курс) хастар пулнине палăртмалла.

Студентсен конкурсне сумлă жюри хакларĕ – Клара Осокина юрăç тата композитор, Галина Кĕмĕл сăвăç, Виталий Родионов (Сăвар Эртиван) профессор, Елена Чекушкина (Нарпи) прозаик, Владимир Иванов профессор, Иван Иванов артист. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса чăваш халăхĕн авалхи йăли-йĕркине çамрăксене вĕрентсе хăварасси хальхи вăхăтра уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.