Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри ГТО («Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр») физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçларĕç.

Мероприятие университет ректорĕ А.Ю. Александров уçрĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А.И. Аршинова, республикăри «Афганистан ветеранĕсен союзĕ» обществăлла организацин ертӳçи И.М. Кашаев салам сăмахĕсем каларĕç, студентсене ăнăçу сунчĕç. «Служу Отечеству» ансамбль солисчĕсем, социаллă технологипе управлени факультечĕн студенчĕсем çамрăк спортсменсене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Студентсем хăйсене пилĕк тĕслĕ ăмăртура тĕрĕслерĕç: кĕлеткепе туртăнасси, кире пуканĕ (16 кг) çĕклесси (арçын ачасем), отжимани тăвасси, кĕлеткене çĕклесси (хĕр ачасем), гимнастика сакки çинче пĕшкĕнесси, винтовкăран пересси, вăрăмăшне сикесси (хĕр ачасем те, арçын ачасем те).