Апрелĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕн Культура керменĕнче чăваш чĕлхин кунне халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие пухăннă çынсене администраци пуçлăхĕ Александр Казаков, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Алла Волчкова саламларĕç.

Уява Чăваш патшалăх университетĕнче вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен Дарья Мочалова, Елена Арсентьева, Виолетта Аниферова, Александр Николаев студентсем тата Галина Ильина доцент хутшăнчĕç. Пурте вĕсем Çĕрпӳ районĕнчи тĕрлĕ ялсенчи шкулсенче пĕлӳ пухнă. Студентсем тăван чĕлхепе литературăна юратса вĕрентнĕ учителĕсене тав сăмахĕ каларĕç, университетра иртнĕ «Сенкер инçет» олимпиада çĕнтерӳçисене саламларĕç. Елена Арсентьева илемлĕ юрă шăрантарса пурин кăмăлне те çĕклерĕ.