Раççей Федерацийĕн вĕренӳпе ăслăлăх министерстви патшалăх чĕлхисене аталантарас тата халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе чӳк уйăхĕн 2-4-мĕш кунĕсенче Мускавра Раççей республикисен патшалăх чĕлхисемпе олимпиадăн пĕтĕмлетӳ тапхăрне ирттерчĕ.

Çак олимпиадăн регионсенчи тапхăрĕнче ултă пин ытла çамрăк хутшăннă, финала вара 200 яхăн шкул ачипе студент тухма пултарнă.

Олимпиадăн регион тапхăрĕ Чăваш Республикинче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче иртрĕ. Унта малти вырăнсене йышăннă çамрăксем – И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Самделова Мария (вырăс тата чăваш филологийĕпе факультечĕ), Григорьев Константин (энергетикăпа электротехника факультечĕ), Мартышкина Татьяна (химипе фармацевтика факультечĕ), И.Я. Якoвлeв ячĕллĕ Чăвaш nатшалăx neдагогика yниверситечĕн студентки Сурская Ирина (историпе филологи факультечĕ), Çĕрпӳ районĕнчи Опытный шкулĕн вĕренекенĕ Павлова Екатерина тата Комсомольски районĕнчи Нĕркеç шкулĕн вĕренекенĕ Белкина Анастасия – Мускавра иртнĕ Олимпиадăна хутшăнма тивĕç пулчĕç.

Олимпиадăна Мускаври Федераци Канашĕнче питĕ сумлă уçрĕç. Унта вырăс тата чăваш филологийĕпе факультечĕн деканĕ А.М. Иванова та салам сăмахĕ тухса каларĕ.

Олимпиадăн иккĕмĕш кунĕнче A.C. Пyшкuн ячĕллĕ Bыpăс чĕлхин naтшалăх uнcтитутĕнче тĕрĕслев ĕçĕсем пуçланчĕç. Çамрăксем вырăсла эссе çырчĕç, хăйсен тăван тăрăхĕ пирки хатĕрленĕ презентацие вырăсла каласа хӳтĕлерĕç тата тăван чĕлхепе сăвă вуласа ăна вырăсла куçарчĕç. Жюри ĕçсене хакланă май Самделова Марийăн Чăваш тăрăхне халалланă презентацийĕ уйрăмах аван пулнине палăртрĕ.

Пĕтĕм Раççейри çак олимпиадăн çĕнтерӳçисемпе призерĕсем шутне пирĕн маттур çамрăксем те кĕме пултарни уйрăмах хавхалантарать. Акă вĕсем: Белкина Анастасия (Комсомольски районĕнчи Нĕркеç шкулĕ), Самделова Мария (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ), Сурская Ирина (И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш nатшалăx neдагогика yниверситечĕ).

Çĕнтерӳçĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр!