И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хисеплĕ ĕçченĕсем, студентсем, туссем!

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе юратнă Хĕл мучи саламлать пире!

Тавах ăна саламшăн!


Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхӳри «Пушкăртстан» патшалăх конценрт залĕнче Пĕтĕм Раççейри «Культурăсен хутлăхĕнчи наци литератури» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Форумра Раççейри тата Пушкăрт Республикинчи Литература çулне пĕтĕмлетрĕç.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче К.В. Иванов çулталăкне вĕçленĕ май тепĕр илемлĕ мероприяти иртрĕ. Студентсемпе преподавательсем ЧАССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ, ЧАССР тата РСФСР халăх артисткипе Н.И. Григорьевăпа тĕл пулчĕç.

Çĕнĕ çул умĕн кирек кам та тĕлĕнтермĕш кĕтме кăмăллать: пурнăçра мĕн те пулсан ырри, интересли, лайăххи, чуна ăшăтаканни пулассăн туйăнать. Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем чăн-чăн Çĕнĕ çул парни туса пачĕç.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Раççейри Литература тата Чăваш енри К.В. Иванов çулне вĕçлесе "Вулакан Чăваш ен" республика форумĕ иртрĕ. Унта Константин Иванов пултарулăхне халалласа çулталăк тăршшĕпе ирттернĕ тĕрлĕ проектсене мĕнле пурнăçласа пынине пĕтĕмлетрĕç.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Çамрăксем – Чăваш енĕн ĕçлекен вăй-хăвачĕ» форум иртрĕ. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем «Чăваш ен» патшалăх телерадиокомпанире йĕркеленĕ «Çамрăксен наци брендне аталантарас ĕçри пĕлтерĕшĕ» секцире хутшăнчĕç.

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Сенкер инçет" олимпиадăн онлайн-тапхăрĕ иртрĕ. Университетăн Ăслăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн ăна 2011-мĕш çултанпа ирттереççĕ.

«Тĕнчене илем çăлать», – тенĕ вырăссен паллă çыравçи Ф.М. Достоевский. Илеме кашни çын тĕрлĕ ăнланать: пĕри ăна сăн-питре шырать, тепри чун тасалăхĕнче тупса сăвва хывать, вулакан-итлекен патне çӳл сывлăшлăн илсе çитерет, чун-чĕрене сиплет.