Хыпарсем
Декабрĕн 5-12-мĕш кунĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче «Человек. Гражданин. Ученый (ЧГУ – 2015)» фестиваль иртет. Палăртнă эрнере вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă, унта аспирантсем, студентсем, лицейсемпе гимназисенче вĕренекенсем, шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ. Килĕрех, хапăл туса кĕтетпĕр сире!
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче К. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕ 75 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява музей ертÿçи И.В. Оленкина уçрĕ, музей историйĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Мероприятие вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, В.Г. Родионов профессор, Г.Г. Ильинапа О.Г. Владимирова доцентсем хутшăнчĕç, музей коллективне – сăмахлă культура çÿпçин управçисене – сумлă кунпа саламларĕç.
2015 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсем (А.М. Иванова декан, В.Г. Родионов, В.И. Сергеев, Г.Н. Семенова, Г.А. Ермакова профессорсем, О.Г. Владимировапа Л.В. Борисова доцентсем) тата Э.В. Родионова аспирант Хусан университетĕнче иртнĕ «Чĕлхесемпе культурăсене сыхласа хăварасси тата аталантарасси» форума хутшăннă.
К.В. Иванов Çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ "К.В. Иванов пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх презентаци" конкурс ирттерет. Ăмăртăва шкул ачисем, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм Раççейри ГТО («Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр») физкультурăпа спорт комплексĕн çуллахи нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртрĕ. ГТО нормисене пурнăçлама пурĕ 333 преподавательпе сотрудник хутшăнчĕ, çул-ӳсĕмне кура хăйсене ултă тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслерĕ: винтовкăран пересси, мечĕк ывăтасси, челнокла чупасси, кĕлеткепе туртăнасси, гимнастика сакки çинче пĕшкĕнесси, вăрăмăшне сикесси.
Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ "Нарспи" поэма тăрăх ӳкернĕ иллюстрацисен конкурсне ирттерет. Конкурса 9-11 классенче вĕренекен шкул ачисемпе факультет студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ.
Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче «Чăваш мифологийĕ: