Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче Аннесен кунне халалланă уяв концерчĕ пулать, 14.00 сехетре пуçланать. Килсе курма чĕнетпĕр!

Раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнчевырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Чăваш Енри тата Раççейри ытти регионсенчи 8-11 классенче вĕренекен шкул ачисене валли «Сенкер инçет» олимпиадăн онлайн-тапхăрĕ иртет.

Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче 15.00 сехетре «Çĕнĕ тĕнчепе паллашар» кружокăн черетлĕ занятийĕ иртет. Унăн теми – «Культурăсен хутшăнăвĕ: Раççей тата араб тĕнчи».

Чăваш Республикинчи К.В. Иванов Çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ «К.В. Иванов пултарулăхĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх презентаци» конкурс ирттерчĕ. Ăмăртăва шкул ачисем, вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн студенчĕсем хутшăнчĕç.

Наци чĕлхисемпе культурине упраса аталантарас, халăхсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес тĕллевпе 2015 çулхи чӳк (ноябрĕн) 17–19-мĕш кунĕсенче Хусан университетĕнче халăх пултарулăхĕсен «Наци пуянлăхĕ» Атăлçи фестивалĕ иртрĕ.

Чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсем (В.Г. Родионов, Г.А. Ермакова профессорсем, О.Г. Владимирова, Г.Г. Ильина, И.В. Софронова, Е.П. Чекушкина, Е.Р. Якимова, Н.И. Якимова, М.П. Савирова, Л.А. Васильева, Г.В. Хораськина доцентсем тата Э.В. Родионова аспирант) «Тулай чăвашĕсен вырăнти калаçăвĕсем» Раççей шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцине хутшăнчĕç.

Чăваш кĕнеке издательствинче «Чăваш литературин антологийĕн» черетлĕ томĕ пичетленсе тухрĕ. Вăл ача-пăча литературин аталанăвне туллин кăтартса парать.

Чăваш уйрăмне вĕренме кĕнĕ студентсем пушă вăхăтпа тухăçлă усă курма тăрăшаççĕ. Чылайăшĕ аслă курссенче вĕренекен юлташĕсем, паллакансем е тăванĕсем сĕннипе тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсене çӳрет.