Хаклă студентсем! Пĕтĕм тĕнчери студентсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр сире! Вĕренӳре ăнăçу, ĕçчен те чăтăмлă пулма, ăслăлăхра çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатпăр!

Паян Шупашкарта пуçласа пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ уçăлчĕ. Ăна Чăваш Республикин кинематографисчӗсен пĕрлĕхĕ тата Культура министерстви пуçарнипе ирттерчĕç.

Республикăра чăвашсен паллă поэтне Çеçпӗл Мишшине халалласа çулсеренех тĕрлĕ мероприяти ирттересси йăлана кĕчĕ. Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çеçпĕл скверĕнче вырнаçнă палăк умĕнче сăвăç çуралнăранпа 116 çул çитнине уявларĕç, чечек кăшăлӗ хучĕç.

Вузсене бакалавриат, специалитет, магистратура программисемпе вĕренме кĕмелли çĕнĕ йĕрке çинчен калакан хушăва Раççей Минюстĕнче çирĕплетнĕ. Çак йĕрке 2016/17 вĕренӳ çулĕнчен ĕçлеме пуçлĕ. Вĕренме йышăнас йĕркене ку таранччен пĕрер çула çеç çирĕплетсе пынă пулсан, халĕ вăл яланхи йĕрке шутланĕ.

Юпа-раштав уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн аслă вĕренÿ организацийĕсенче Наука фильмĕсен кунĕсем иртеççĕ. Çак проекта хутшăнма Раççей Федерацийĕн Вĕренÿ тата наука министерстви 116 аслă шкула тата вĕренÿпе культура учрежденийĕсене суйласа илнĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те çак йыша кĕнĕ. Студентсем наукăпа çыхăннă тĕрлĕ документаллă фильмсем («Чудеса России», «Планета», «Страсти по частицам», «Создатель», «Больше, чем мед») тÿлевсĕрех курма пултараççĕ.

Çулçăсем те тăкăнса пĕтнĕпе пĕрех, юр та çунă темелле, пирĕн университетра вара – савăк «Ылтăн кĕркунне». Преподавательсемпе университет ĕçченĕсен коллективĕсенче кашни çул иртекен çак пултарулăх фестивалĕ пире каллех аслă шкулăн культура керменĕнчи сцени çине йыхăрчĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ноябрĕн 2-7-мĕш кунĕсенче вырăс чĕлхипе йĕркеленĕ «Грамотей» кĕрхи каникул шкулĕ ĕçлерĕ. Унта Шупашкар тата Шупашкар районĕсенчи тĕрлĕ шкултан 65 ача вĕренчĕ.

Чÿк уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче Мари патшалăх университетĕнче Атăлпа Кама тăрăхĕнчи халăхсен илемлĕ культурине халалланă тĕнче шайĕнчи VIII конференци иртрĕ. Ĕçлĕ уява чăваш филологийĕпе культура кафедрин профессорĕсем В.Г. Родионовпа Г.А. Ермакова тата О.Г. Владимирова доцент хутшăнчĕç.