Куçăн мар (заочнăй) уйрăма вĕренме кĕмелли заявленисене раштав (декабрь) уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Çак йĕркене раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Ăслăх канашĕнче çирĕплетнĕ, ăна абитуриентсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсен сĕнĕвĕсене шута илсе пăхса тухнă.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче регионсем хушшинчи "Чӑваш пики – 2015" IX конкурс иртрӗ.

Чăваш енре Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа кăçал тĕрлĕ меропряти иртрĕ. Тутар Республикинче кун çути курнă чăваш сăвăçне, драматургне, режиссерне, актерне ентешĕсем те асрах тытаççĕ, унăн пултарулăхне çӳллĕ шайра хаклаççĕ.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем Пĕтĕм Раççейри ГТО («Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр») физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçларĕç.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче факультетри вырăс уйрăмĕнче студентсен «Филологин актуаллă ыйтăвĕсем» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта пилĕк секци ĕçлерĕ: «Вырăс литератури», «Ют çĕршыв литератури», «Вырăс чĕлхи», «Вырăс чĕлхи тата пуплев культури» (факультетсем хушшинче), «Наукăри пĕчĕк утăмсем» (шкул ачисем валли).

Раштав (декабрь) уйăхĕн 9-мĕшĕнче ЧПУри журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă паллă çынсем: «Чувашия» телерадиокомпани ертӳçи Е.А. Канюка, республикăри анлă сарăлнă хаçатсен тĕп редакторĕсем – В.Л. Васильев («Советская Чувашия» хаçатăн), Д.А. Моисеев («Çамрăксен хаçачĕн»), О.В. Герасимова (университетри «Ульяновец» хаçатăн) мастер-классем ирттерчĕç.

Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Филологипе культурăн актуаллă ыйтăвĕсем» студентсен наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.

Регион шайĕнче çулсерен иртекен "Человек. Гражданин. Ученый" (ЧГУ–2015) фестиваль программипе килĕшӳллĕн, раштав (декабрь) уйăхĕн 8-мĕшĕнче факультетри журналистика уйрăмĕнче шкул хаçат редакторĕсен семинарĕ тата шкулти массăллă информаци хатĕрĕсен фестивалĕ иртрĕ.