И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ «Университет – ачасем валли» проект ирттермелли килĕшÿ тунă. Çавна май, Шупашкар хулинчи «А.Г. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10-мĕш номерлĕ вăтам пĕлÿ паракан шкулта вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн преподавателĕсем – Н.И.Якимова, М.П.Савирова доцентсем тата чăваш филологи уйрăмĕнче вĕренекен 4-мĕш курс студенчĕсем Кристина Байбаторова, Фаина Борисова, Андрей Петров 1 «Г» класра йăлана кĕмен урок ирттерчĕç.

Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, "Хыпар" хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогикауниверситечĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2016" акци ирттерчĕç.

Çуркуннепе Ĕç уявĕнче ЧНК çамрăксен "Хастар" ушкăнĕпе культура комитечĕ Хĕрлĕ лапамри театр умĕнче савăнăçлă концерт йĕркелерĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, майăн 1-мĕшĕнче, Çуркуннепе ĕç уявĕн кунĕнче, Шупашкарта демонстраци иртрĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова,

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университетĕнче «Наука эрнине» хупрĕç.

Факультетра вăл питĕ тухăçлă иртрĕ, унта филологипе журналистикăри çĕнĕ шухăшсене, актуаллă ыйтусене, ăслăлăх проекчĕсене хастар сӳтсе яврĕç.

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕн Культура керменĕнче чăваш чĕлхин кунне халалланă уяв иртрĕ. Мероприятие пухăннă çынсене администраци пуçлăхĕ Александр Казаков, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Алла Волчкова саламларĕç.

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 11 сехетре Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ скверта «Анлă янра, чăваш чĕлхи!» митинг-концерт уçăлчĕ. Ăна чăваш чĕлхи кунне тата Аслă просветителĕмĕр И.Я.Яковлев 168 çул тултарнине халалланă. Çулсеренех кунта чăваш чĕлхине хисеплекен, юратакан, çак ĕçпе пурăнакан çынсем пуçтарăнаççĕ. Кăçал ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем тата тĕрлĕ вĕренӳ заведенийĕсенчен килнĕ студентсем йышлă пулни палăрчĕ.

Ака (апрель) уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи эрнине халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тĕрлĕ факультечĕсенче вĕренекен студентсем валли «Чăваш чĕлхи» интернет-олимпиада ирттерет.