Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн делегацийĕ (университетăн йышăну комиссийĕн яваплă секретарĕ О.Е. Гаврилов, чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультечĕн деканĕ А.М. Иванова, унăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ О.Г. Владимирова тата студентсем) Тутар Республикин Анат Кама районĕнчи 34 №-лĕ гимнази-интерната çитсе килчĕ.

Университетра спорт тата хӳтлĕх ĕçĕн уйăхлăхĕ пынă май çамрăксен гражданла-патриотизм туйăмне çирĕплетес тĕллевлĕ тĕрлĕ мероприяти иртет. Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче "Мистер и Мисс ЧГУ" конкурс иртрĕ. Çак чыслă ятшăн çичĕ илемлĕ мăшăр ăмăртрĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчен кy мероприятие Влад Московцев тата Мария Самделова хутшăнчĕç.

Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти культура çуртĕнче «Пурнăç улшăнать» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Кĕнеке авторĕ – хăй вăхăтĕнче журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă Игнатий (Суранов) иеромонах.

Нарăсăн (февралĕн) 14-мĕшĕнче сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем Пĕтĕм Раççейри "Йĕлтĕр йĕрĕ – 2016" спорт уявне хутшăнчĕç. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналисика факультечĕн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем те

Нарăсăн (февралĕн) 8-9-мĕш кунĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне халалланă мероприятисем иртрĕç. Унта вырăс тата чăваш филологийĕпе журналисика факультечĕн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем те хутшăнчĕç, наука доклачĕсем итлерĕç тата "Аслă халăхăмăрăн историйĕ" документаллă-илемлĕ фильмпа паллашрĕç.

Хаклă студентсем, шкул ачисем тата вĕрентекенсем!

Нарăс (февраль) уйăхĕн 13-мĕш кунĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче "Человек. Гражданин. Ученый" фестивальте иртнĕ тĕрлĕ конкурс çĕнтерӳçисене дипломсем парса чыслатпăр.

2016 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче чăваш филологийĕпе культура кафедрин преподавателĕсем Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче иртнĕ «Хальхи тапхăрта тăван чĕлхесемпе литературăсене тĕпчессипе вĕрентессин пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсем» тĕнче шайĕнчи ăслăлăхпа практика конференцие хутшăнчĕç.