2015 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ Университетăн Ăслăлăх библиотекипе пĕрле 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем валли "К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ" интернет-олимпиада ирттерчĕ.

Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Китай халăх Республикинчи Гуйчжоу провинцийĕн делегацийĕ пулчĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче раштав (декабрь) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Литература çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртет. Ăмăртăва 5-11 классенче вĕренекен шкул ачисем тата студентсем хутшăнма пултараççĕ.

Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче чăвашсен паллă çыравçи, драматургĕ, куçаруçи, публицисчĕ, актерĕ Георгий Васильевич Тал-Мăрса (Зайцев) çуралнăранпа 120 çул çитнине халалласа çавра сĕтел иртрĕ.

Кăçал вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Вырăс тата чăваш чĕлхисемпе литературине вĕрентесси» хушма пĕлӳ паракан курссем йĕркеленĕ. Унта çӳрекенсем 2015 çулхи чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Калайкассинчи

Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Çĕнĕ тĕнчепе паллашар» кружокăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. Унăн теми – «Культурăсен хутшăнăвĕ: Раççей тата араб тĕнчи».

Чӳк (ноябрь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче Мускаври «Холл хыпарĕсем» / «Известия Холл» концерт залĕнче студентсен кăларăмĕсемпе çамрăк журналистсен пĕтĕм Раççейри «Хрусталь çĕмрен» / «Хрустальная стрела » конкурс çĕнтерӳçисене чысланă.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕ тата Ăслăлăх библиотеки 9-11 класра вĕренекен шкул ачисем валли "К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ" интернет-олимпиада ирттереççĕ. Ăмăрту чÿк (ноябрь) уйăхĕн 27-мĕшĕнче уçăлать. Аслă сăвăçăмăр пултарулăхĕпе кăсăкланакан шкул ачисене, техникум-колледжра вĕренекенсене унта хастар хутшăнма чĕнетпĕр!