Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнчи чăваш уйрăмĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем чăваш культурине, сăмахлăхне упрас тата аталантарас тĕллевпе чылай мероприяти ирттереççĕ.

Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче раштав (декабрь) уйăхĕн 7-мĕшĕнче Литература çулталăкне халалласа сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.

Раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Çавна май вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче шкул ачисемпе колледж студенчĕсем тĕрлĕ мероприятие хутшăнма пултарчĕç.

Паянхи аслă шкулта вĕрентекенĕн çаврăнăçуллă пулмалла, хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕ аталантармалла, унсăрăн пурнăçпа тан пыраймăн. Çавна шута илсе вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн преподавателĕсен вĕрентӳ процесĕ университетри аудиторисенче çеç мар, факультет тулашĕнче те тухăçлă иртет.

Хаклă абитуриентсем!

Сире раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕш кунĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ ирттерекен Уçă алăксен кунне чĕнетпĕр. Вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче çак кун сирĕншĕн усăллă та пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртеççĕ.

И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ шкул ачисене, техникумпа колледж студенчĕсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене раштав (декабрь) уйăхĕн 5-мĕшĕнче уçă алăксен кунне чĕнет.

Декабрĕн 5-12-мĕш кунĕсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче регионти студентсемпе çамрăксен "Человек. Гражданин. Ученый" фестивалĕ иртет.

К.В. Иванов çулне халалласа вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче "Нарспи" поэма тăрăх ӳкернĕ иллюстраци конкурсĕ иртрĕ.