«Сенкер инçет» олимпиадăн иккĕмĕш турне хутшăннă пултаруллă яшсемпе хĕрсем! Сире олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштаратпăр. Яланах хастар пулăр! Чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр пулса малашлăха ăнтăлăр!

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш чĕлхин икĕ чĕлхеллĕ наци корпусĕн хăтлавĕ иртрĕ. Унта чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн студенчĕсемпе преподавателĕсем те хутшăнчĕç. Мероприятие йĕркелекенĕ – Чăваш халăх сайчĕн администраторĕ Николай (Аçтахар) Плотников.

Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче Çĕрпӳ хулинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен «Чăваш тĕнчи паян тата ыран» темăпа регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн доценчĕ Г.Г. Ильина, Пушкăрт республикинчи Пелепейри чăваш гимназийĕн вĕрентекенĕсем, Чăваш наци конгресĕн ĕçтешĕсем, хамăр республикăри шкул учителĕсем хутшăнчĕç.

«Кулăш, ĕçре пулăш!» теççĕ чăвашсем. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртекен уява, календарьте хĕрлĕпе паллă туман пулин те, пирĕн факультетра чăн-чăн уяв вырăннех йышăнаççĕ. Вĕренӳре, тĕрлĕ ĕç-хĕлре пĕр шухăшлă пулни куллен пулăшса, хавхалантарса пынине факультетра кашниех аван ăнланать.

Пуш (март) уйăхĕн 28-мĕшĕнче вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче Ĕç çынни çулталăкне халалланă сăвă-юрă конкурсĕ иртрĕ. Аслă поэтăмăр Кĕçтенттин Иванов тĕпелĕ çак кун кĕвĕпе сăмах тĕнчине кăмăллакансене, хура çĕрĕн техĕмне туякансене, асамлă вăйне уякансене пуçтарчĕ.

Факультетри чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан студентсем вĕренӳре кăна мар, сцена çинче те хастарлăх кăтартаççĕ. Акă нумаях пулмасть Галина Скворцова режиссер ертсе пыракан Халăх театрĕ Н. Сидоров пьеси тăрăх лартнă «Пуçа килсен – пуçана» ятлă спектакльпе куракан умне тухрĕ.

Чăваш наци конгресĕ Чăваш Ен экономика аталанăвĕн министерстви пулăшнипе пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарти филармони залĕнче регионсем хушшинчи «Кĕмĕл сасă – 2016» фестиваль ирттерчĕ.

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче чăващ тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче «Сенкер инçет» олимпиадăн пĕтĕмлетӳллĕ тапхăрĕ иртрĕ. Унта раштав уйăхĕнчи онлайн-ăмăртура палăрнă 96 шкул ачи хутшăнма кăмăл турĕ.